Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +20.3 °C
Ырӑ тус укҫаран хаклӑрах.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Ял шӑпи (Ксения Михайлова)

Арккасси ялӗ Хусан кӗпӗрнин Шуртан вулӑсне кӗнӗ. Авалхи документсенче ял XVIII ӗмӗрте пуҫланса кайни курӑнать. Вӑл Кӑкшӑм юханшывӗн сылтӑм енче вырнаҫнӑ, йӗри-тавра хыр вӑрманӗ кашласа ларнӑ. Халӗ вара пурӗ те икӗ хыр ҫеҫ тӑрса юлнӑ. Ял йӗри-тавра 12 ҫил арманӗ хӑлаҫланса ларнӑ. Вӗсенчен 3-шӗ 1960-мӗш ҫулччен сыхланса юлнӑччӗ. Кайран вӗсене те сутса пӗтернӗ. Ҫавӑн пекех шыв арманӗсем те пулнӑ. Ялта ҫӑм арманӗ те пулнӑ. Арккасси пуян пулнӑ, янӑраса анчах тӑнӑ.
Ял ячӗ те ар-арман сӑмахсенчен пулса кайнине палӑртаҫҫӗ краеведсем. Арҫынӗсем те, арманӗсем те ӗҫленӗ.
Пӗрремӗш икӗ хутлӑ ҫурта пирӗн ялта 100 ҫул каялла туса лартнӑ. Ун хуҫи Егор Николаев пулнӑ. Вӑл Атӑл тӑрӑх пӗренесем юхтарнӑ. Хӑй вӗреннӗ ҫын пулнӑ. Егор Николаевичӑн икӗ ывӑлӗ те 1917 ҫулсенчех духовнӑй академи пӗтернӗ. Паянхи кун ялта ҫак икӗ хутлӑ ҫурт юлнӑ. Унта малтан шкул пулнӑ, 100 ҫул ытла ачасем вӗреннӗ, халӗ фельдшерпа акушер пункчӗ ӗҫлет.
1930-мӗш ҫулсенче ялти пуянсене раскулачить тунӑ. Ҫав ҫемьесем хушшине Осип Яковлев та кӗнӗ. Вӗсене Златоуст хулине ссылкӑна янӑ. Яковлевсен 4 ача пулнӑ — Нина, Михаил, Антонина, Валентина. Антонина Златоустра 1 ҫул та 6 уйӑха ҫитсен вилет. Михаил вӑрҫӑра пуҫ хурать. Ун ятне Арккассинчи вӑрҫӑра вилнӗ ентешсене халалласа лартнӑ палӑк ҫине ҫырса хунӑ. 1929 ҫулта ҫуралнӑ Валентина Ҫӗрпӳ районӗнчи Уттекассси ялӗнче паянхи ку та пурӑнать.
Арккасси ялӗ ӗлӗк пуян пулнӑ пулсан, шел те, паян чухӑнлансах пырать.

Ксения Михайлова, «Тӑван Ен», 2011, 1-3 (9908-9910) №


 
Категорисем: Аркасси
 
Статья каҫми :: Пичет версиӗ

Admin тӳрлетнӗ, информацие 2011-01-15 19:52:21 вӑхӑтра улӑштарнӑ. 1894 хут пӑхнӑ.
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем